Межрегиональный фестиваль "Без прошлого нет будущего"
Нарӑс уйӑхĕн 28-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутай салинче регионсем хушшинче иртекен «Аваллăхсăр малашлăх çук» фестиваль иртрĕ. Ӑна Раççейре пурӑнакан халӑхсен туслӑхне çирĕплетме, ӳссе пыракан ӑрӑва çĕр-шывӑн историне хисеплеме вĕрентме, кашни халӑхӑн хӑйне евĕрлĕхне кӑтартма йĕркеленĕ. Çав вӑхӑтрах фестивальте кашни ачана хӑйĕн пултарулӑхне аталантарма май туса панӑ. Çемьепе пĕрле хутшӑнакансем çинчен те манса кайман. Тĕрлĕ предметпа вĕрентекенсем хӑйсен урокĕсенче тӑван чĕлхепе, культурипе, историйĕпе анӑ усӑ курнипе паллаштарма пултарчĕç. Асӑннӑ фестивале пирĕн шкултан маттур та пултаруллӑ ачасем нумаййӑн хутшӑнчĕç. Вĕсем унта кайма уйӑх малтанах хатĕрленме пуçларĕç. Тӑрӑшни сая каймарĕ. Шорникова Е.А., Аргандейкина Е.С., Кудюкова Р.С. – вĕрентекенсем - малти вырӑнсене çĕнсе илме пултарчĕç. Саланчӑкри интернат шкул ачасем «Ай, ташлар-и ташшине…» тата «Çĕр пин тĕрĕ çĕршывĕнче» номинацисенче гран-при çĕнсе илме пултарчĕç. 8-мĕш класра вĕренекен Кострова А., Еклакова А. Козлова А.( ертӳçи Чернигова М.И.) « Шупашкара кил» ташӑпа пурне те тытканларĕç. 9-мĕш класра вĕренекен Степанов Н. ( ертӳçи Шедикова О.Я.) чӑваш пикине хитре эрешсемпе илемлетрĕ. Ыттисем тĕрлĕ номинацисенче малти вырӑнсене йышӑнчĕç. Вĕсем - çаксем: Еклакова А., Филиппов Р., Козлова А. ( ертӳçисем Шорникова Е.А., Михайлова С.Д.) хӑйсем çырнӑ сӑвӑсене вуларĕç. Дементьев А.( ертӳçи Шорникова Е.А.) юмах çырса хатĕрлерĕ. Гайнова А. ( ертӳçи Аргандейукина Е.С.) хитре юрӑ шӑрантарчĕ. Казаков Р. ( ертӳçи Крючкова С.Г.) пирӑшти кӳлепине ӑсталарĕ. Мурзанов А. ( ертӳçи Мокрова В.В.), Ваганов К. тата Волкова Л.( ертӳçи Кудюкова Р.С.) ĕлĕкхи сӑн ӳкерчĕксене çапса хатĕрлерĕç. Фестивальпе пурте кӑмӑллӑ юлчĕç. Пуçтарӑннисем халӑх пурӑннӑ чух чĕлхе пĕтмессе шанса килĕсене саланчĕç.
Добавлено:28 февраля 2026 г.
