Фестиваль «Аваллăхсăр малашлăх çук"
Нарăс уйăхĕн 15-мĕшĕнче Тăван чĕлхе кунне, Раççей Федерацийĕн Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне, Чăваш Республикин Çĕнтерÿпе патриотизм çулталăкне халалланă «Аваллăхсăр малашлăх çук» республика шайĕнчи 3-мĕш фестиваль иртрĕ. Фестивале йĕркелекенсем – Чăваш Республикин вĕренӱ институчĕ тата Хĕрлĕ Чутай муниципалитет округĕн Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕ. Фестивальте Чăваш Республикин шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсен тата пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп/вăтам шкул ушкăнĕсем ăмăртрĕç. Пирĕн шкултан çак ӑмӑртӑва хутшӑнма Еклакова А., Козлова А., Кострова А., Дементьев А. тата Горланов В. кӑмӑл турĕç. Вĕсем «Çыру çырсамăр салтаксем патне» секцинче хӑйсен пултарулӑхне кӑтартрĕç. Шорникова Е. А., Аргандейкина Е. С. вĕрентекенсем «Халăх йăли-пурнăç йĕрки» ӑмӑртура чӑваш халӑх йӑли-йĕркине тĕпе хурса урокпа урок тулашĕнчи ĕçсем ирттерчĕç. Вĕсене çак ăмăртусенче 2-мĕш тата 3-мĕш вырансене тухнӑ ятпа саламлатпăр. Çĕнтерӳçĕсене малашне те ӑнӑçусем сунатпӑр.
Добавлено:17 февраля 2025 г.
